1935 | Ускӑн йыттӑн усси ҫук, вӗрме тӑрсан вӗрни ҫук. | Йытӑ |
2322 | Ут иртӗхни тихана йывӑр. | Ут — Лаша |
2323 | Ут капантан хӑрамасть. | Ут — Лаша |
2324 | Ут капантан хуйхӑрмасть, йытӑ шӑмӑран хуйхӑрмасть. | Ут — Лаша |
2325 | Ут кӳлнӗ чух ӗне савӑнса тӑрать тет. | Ут — Лаша |
2326 | Ут ҫинче — выртса пӑх, ҫуран — тӑрса пӑх. | Ут — Лаша |
2327 | Ут ҫухалсан нӑхтипе хыҫҫӑн ут. | Ут — Лаша |
2329 | Ут та вӑйран кайса туртмасть. | Ут — Лаша |
2330 | Ут таканланӑ чух шапа та урине тӑснӑ тет. | Ут — Лаша |
2328 | Ут тӑвать те, вӑкӑр ҫиет. | Ут — Лаша |
2331 | Ут туртмасан урапа кусмасть. | Ут — Лаша |
2332 | Ут усрама утӑ кирлӗ. | Ут — Лаша |
2333 | Ут хӳри кӗпҫеллӗ. | Ут — Лаша |
2348 | Ут-тум сывӑ пулсан ҫитес ҫӗре ҫитме пулӗ. | Ут — Лаша |
2334 | Ута пӑхакан ҫуран ҫӳремен, ватта пӑхакан выҫӑ ҫӳремен. | Ут — Лаша |
2335 | Ута шӑл пӑхса илеҫҫӗ, хӗре куҫран пӑхса илеҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2336 | Утлӑ ҫынна ут хаклӑ, ясар ҫынна кут хаклӑ. | Ут — Лаша |
2338 | Утна йосо ҫитер, хӑвнах ларса тухма йосо пулӗ. | Ут — Лаша |
2337 | Утна кура урапа ту. | Ут — Лаша |
2339 | Утна пар та ҫуран ут. | Ут — Лаша |
2340 | Утна яр та ҫуран кус теҫҫӗ. | Ут — Лаша |
2341 | Утне кура турти. | Ут — Лаша |
2342 | Утне пӑхан ҫулта выртман, ҫынна пӑхан тулта выртман. | Ут — Лаша |
2343 | Утне ҫитмен туртине. | Ут — Лаша |
2344 | Утсӑр ҫынна ут таптамасть. | Ут — Лаша |
2345 | Утсем нумай та, урхамахсем пит сахал. | Ут — Лаша |
2347 | Утҫӑм лайӑх тесе каҫа ан юл: утҫу тӑра юлӗ ҫул ҫине. | Ут — Лаша |
2346 | Утҫӑм лайӑх тесе ҫула ан тух, сар ылтӑн пек пуҫна ҫухатӑн. | Ут — Лаша |
2349 | Учӗ йосо та чуман, йосо хуса та вӗренмен. | Ут — Лаша |
2694 | Ӳпре мӑйне касма хӗҫ кирлӗ мар. | Ӳпре |
2695 | Ӳпре тапнипе ҫут тӗнче ӳпӗнсе ларас ҫук. | Ӳпре |
2696 | Ӳпре эрлени эрешмене эрлӗх мар. | Ӳпре |
2697 | Ӳпрен ӗмӗрӗ икӗ эрне. | Ӳпре |
2698 | Ӳпрен ӳкӗнес йӑли ҫук. | Ӳпре |
2699 | Ӳпрешӗн ӳпле те, хӳшӗ те кирлӗ мар. | Ӳпре |
1735 | Ӳркӳҫ вӑкӑр пӗр ҫул чӗкӗрнӗ. | Вӑкӑр |
2540 | Хӑмла вӑрри ҫӑтсан ҫерҫи арслан кайӑка тапӑнать тет. | Ҫерҫи |
1503 | Хӑмла йывӑҫ тӑррине улӑхтарса лартать. | Йывӑҫ—курӑк |
1504 | Хӑмла этемӗн курӑнми тӑшманӗ. | Йывӑҫ—курӑк |
2700 | Хӑнкӑла пур тесе ҫуртна чӗртсе ан ҫунтар. | Хӑнкӑла |
2701 | Хӑнкӑла тирӗнчен атӑ ҫӗлеймӗн. | Хӑнкӑла |
2702 | Хӑнкӑла ют ҫӗре те часах хӑнӑхать. | Хӑнкӑла |
2703 | Хӑнкӑлана юн пултӑр. | Хӑнкӑла |
1936 | Хӑравҫӑ йыттӑн хӳри шавах пӗҫ хушшинче. | Йытӑ |
2679 | Хӗвре ӑшӑтса усранӑ ҫӗлен пуринчен те наркӑмӑшлӑрах пулать. | Ҫӗлен |
2680 | Хӗвре ӳснӗ ҫӗлен пуҫа ҫиет. | Ҫӗлен |
1937 | Хӗрлӗ йӑт та ҫыртать, шурӑ йӑт та ҫыртать. | Йытӑ |
1557 | Хир варринче ан хирӗл, хир ҫилленме пултарать. | Вӑрман — Хир |
1558 | Хир варринчи вут ҫутине пытарма ҫук. | Вӑрман — Хир |
1559 | Хир варринчи ҫиле хуса ҫитеймӗн. | Вӑрман — Хир |